Вход на сайт

Поиск

Календарь

«  Январь 2022  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Статистика


Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0
Главная » 2022 » Январь » 27 » «Хусанкай вулавĕсем – 2022» регион фестивалĕн призёрĕсем
20:39
«Хусанкай вулавĕсем – 2022» регион фестивалĕн призёрĕсем

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ йĕркеленипе П. Хусанкай поэт çуралнăранпа 115 çул çитнине халалласа вĕрентекенсемпе вĕренекенсен пултарулăхĕн «Хусанкай вулавĕсем – 2022» регион фестивалĕ иртрĕ.

Фестивале Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенчен пĕтĕмпе 257 ачапа 43 учительпе культура ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсен пултарулăхне Петĕр Хусанкайăн сăввисене чăвашла, тутарла, вырăсла вуласа ÿкернĕ видеороликсем хатĕрлесе кăтартрĕç.

Çак фестивале Октябрьскинчи вăтам шкулта пĕрремĕш класра вĕренекенсем Васильева Олеся, Долгова Александра тата Далызина Наталья та хастар хутшăнчĕç. Вĕсем сăвă темине, П. Хусанкай шухăш-кăмăлне ăнланни, ăшри ырлăха сăмах витĕмĕпе кăтартма ăсталăх çитерни палăрчĕ.

 Олесьăпа Александрăна призёрсем пулнă ятпа саламлатпăр. Маттурсем!

Просмотров: 86 | Добавил: lydmila-1968 | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
avatar