Вход на сайт

Поиск

Календарь

«  Ноябрь 2021  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Статистика


Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0
Главная » 2021 » Ноябрь » 28 » Аннесен уявĕпе!
18:00
Аннесен уявĕпе!

 

Аннесен уявĕпе!

 

Анне!

Çак ят чи çывăх,

Чи чаплă çĕр çинче.

Пурнать вăл ĕмĕр сывă

Кашни çын чĕринче.

 

«Анне» тесенех пирĕн ума çĕр çинчи чи илемлĕ те юратнă çывăх çын тухса тăрать. Вăл пире ачашлать, йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентет, ырлăхра пурăнма пиллет. Эпир унпа чуна уçса калаçма, канашлама пултаратпăр.

Анне… çак тăватă сас паллинче ырĕ та çепĕç туйăм пытанса тăрать. Анне – чи ăшă сăмахсем те, чи хаклă парнесем те çителĕксĕр пулĕç сана тав тума. Ĕмĕр-ĕмĕр парăмра эпир аннесен умĕнче.

 - Аннесен кунне уявласси  19 ĕмĕрте Западная Вирджиния ятлă Америка штатĕнче пуçланнă. Çавăнтанпа Америкăра пĕтĕм çын çак кун хăйсен амăшĕсене уявпа саламлаççĕ, чечексемпе парнесем параççĕ, открыткăсем çырса яраççĕ.

Пирĕн çĕр-шывра çак уява хальтерех çеç уявлама тытăннă . Уява пуçарса яраканĕ Раççейĕн пĕрремĕш президенчĕ Б.Н.Ельцин пулнă. (30 январь 1998çул). Аннесен кунне ноябрь уйăхĕн юлашки  вырсарни  кунĕнче паллă тăваççĕ.Çак куна паллă туса эпир хамăрăн аннесене чун-чĕререн юратнине, вĕсене хисепленине, яланах пулăшма хатĕррине кăтартса паратпăр.Аннесен уявĕ – çамрăк уяв, анчах та çулран çул  уява паллă тăвасси йăлана кĕрсе пырĕ тесе шансах тăратпăр.

Октябрьскинчи вăтам шкулта пĕрремĕш класра вĕренекенсем те хăйсен амăшĕсене чун-чĕререн саламларĕ

Просмотров: 98 | Добавил: lydmila-1968 | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
avatar